Сӑмахсарӑм ҫинчен

Эпӗ Шӗветре пурӑнатӑп. Таврашӑм шӗветле (ӗҫӗм, кил-йышӑм, тус-юлташӑм). Ача чухне таврашӑм питӗ вырӑслаччӗ. Эпӗ халь пепкеллӗ. Ачамсемпе чӑвашла калаҫас килет. Анчах та чӗлхем ҫитменни пӗтерет. Ҫавӑнпа пурнӑҫӑмӗнчи кирлӗ сӑмахсене пуҫтарса ҫырас шут тытрӑм. Чи кирлӗ сӑмахсене пуҫтарас пулать, эпӗ те ачамсем мӗн курнине чӑвашла мӗнле калама пӗлес килет. Арӑмӑм шӗвет, вӑл ачамӑрсемпе шӗветле калаҫать. Эпӗ те чӑвашла лайӑх пӗлменнипе вӗсемпе шӗветле калаҫрӑм. Таврашӑмӑр шӗветле пулнипе сӑмахсарӑм шӗветлерен куҫарать. Вӑл мана валли тата ытти Шӗветре пурӑнакансем валли. Сӑмахсарӑм электронлӑ (тетел сайчӗ), ҫавӑнпа ӑна чӑвашла-шӗветле пекех те усӑ курма пулать.

Мирон Толи, 2016-10-23

Урӑх чӗлхелле

Тетел сӑмахсарӑма туптӑр тесе сӑмахасӑрӑма тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫырам:

Кӗскетӳсем - Förkortningar